Апули — Итали административлă тăрăхĕ, кăнтăр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă.
Чи пысăк юханшыв — Ауфид (халĕ Офанто ятлă).
Апули тăрăхне çак провинцисем кĕреççĕ: Бари, Барлетта-Андри-Трани, Бриндизи, Фоджа , Лечче, Таранто.
Хăй вăхăтĕнче Авалхи Рима çăкăрпа çак тăрăх тăрантарнă. Авалхи грексем ăнă Япиги (авал. гр. Ἰαπιγία, Дедалăн Япиг ывăлĕ ячĕпе ĕнтĕ. Тепĕр шухăш — япиг халăхĕ ячĕпе теççĕ). Вăл авалхи вăхăтра кунта сип-симĕç çарансем, тĕш-тырă лайăх паракан хура тăпрасем, пулнă. Вырăнти çăм та аякри çĕрсенче паллă пулнă.
Халапсем тăрăх кунта сĕм авал мессапи (салентинсем), апул (педикулсем) пурăннă. Кайран тавăнсемпе (русский. Давны) троянсем килсе кĕнĕ. Тавăн халăхĕ ячĕпе ку вырăна çавăн пекех Давни те теççĕ.
Авалхи римлянсем кунти халăха ытла тĕшмĕшлĕ тесе шутланă. Хăнасене лайăх кĕтсе илесси те вĕсен йăлинче пулнă.
Брундизий, Тарент, Барий тата Гидрун хулисене грексем никĕсленĕ.
Апули урлă Аппипе Троян çулĕсем иртнĕ.
Деоклетиан патшара ларнă вăхăтра Апулине провинци шайне кĕртнĕ.