Тель-Авив—Яффа (ивр. תֵּל אָבִיב-יָפוֹ — Тель Авив — Яфо; тата Тель-Авив; арап. تل أبيب) — Израильти пĕрлештернĕ хула муниципалитечĕ. Израильти Вăтаçĕр тинĕсĕн хĕвелтухăç çыранĕнче вырнаçнă, халăх шучĕпе Израильте иккĕмĕш вырăнта (432 892 çын 2016 çула), çĕршывăн экономика тата культура варри. 1950 çулхи ака уйăхĕнче Тель-Авив çамрăк хулапа авалхи Яффа хулине пĕрлештерсе пĕр хула туса хунă. Чи малтанах Тель-Авив Яффа çумĕнчи еврей хули пулса никĕсленнĕ.