Ладога кӳлли ( финн. Laatokka)- Раççей территоринчи кӳлĕ, Ленинград облаçĕнче тата Карел Республикинче вырнаçнă. Европăри чи пысăк тăварсăр кӳлĕ. Свирь, Волхов, Вуокса, Сясь, Нази юханшывсем юхса кĕреççĕ. Нева юханшыв юхса тухать. Лаптăкĕ 18135 кв. км, калăпăшĕ 908 кубла километр.