Патшалăх Третьяков галереи — (вырăс Государственная Третьяковская галерея (ГТГ)) — 1856 - мĕш çулта Павел Третьяков усламçă никĕсленĕ Мускаври ÿнер музейĕ, кунта вырăс илемлĕ ÿнер ĕçĕсен тĕнчери чи пысăк пуххисенчен пĕри упранать. Тĕп çуртри кăтарту «Вырăс ÿнерĕ — XI - XX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕ» (Лаврушинский урамĕ, 10-мĕш çурт), 1986 -мĕш çулта никĕсленĕ Пĕтĕм Раççей музей Патшалăх Третьяков галереи пĕрлешĕвĕн пайĕ пулса тăрать.
Павел Третьяков 1850- мĕш çулсен варринче ÿнер ĕçĕсене пухма тытăннă.