Сĕве (тут. Зөя, Zöyä) — Тутарстанри Ешĕл Айлăм районĕнчи ял, Сĕве Атăла юхса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă. 1551 çулта Хаяр Йăван никĕс хунă. XVI ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнчен 1932 çула çити Сĕвен хула статусĕ пулнă, вăл тутарсемпе çармăссене Христос тĕнне явăçтарас тĕпĕсенчен пĕри шутланнă.
Хальхи вăхăтра Сĕве утрав çинче ларать, Васильевăпа, Хусанпа юханшыв транспорчĕ çыхăнтарать. Лаптăкĕ 64.37 га. Чукун çул чарăнăвĕ Сĕве утравран 6 çм анăçалла, Нижние Вязовые хула евĕр паçулкăра.
Великий князь приказал срубить город с деревянными стенами, башнями, воротами, как настоящий город; а балки и бревна переметить все сверху донизу. Затем этот город был разобран, сложен на плоты и сплавлен вниз по Волге, вместе с воинскими людьми и крупной артиллерией. Когда он подошел под Казань, он приказал возвести этот город и заполнить все [укрепления] землей; сам он возвратился на Москву, а город этот занял русскими людьми и артиллерией и назвал его Свияжском.— Генрих фон Штаден. Записки о Московии
Хăвăрт туса лартнă хула вырăс çарĕсен 1552 çулта Хусана хупăрланă чух никĕс тĕпĕ пулать. XVI ĕмĕрĕн варринче Сĕве карманĕ хӳтлев территори калăпăшĕпе Новгородран, Псковран, Мускавран та сĕмлĕрех шутланнă.
1932 çулта Сĕве хула статусне çухатать, ял шайне анать.
1957 çулта Куйбышев шыв усравĕ пулса тăнипе Сĕве утрава лекет.
2008 çулта дамба, материкпа çыхăнтаракан автоçул тăваççĕ.
Сĕве — Тутарстанăн çулçӳрев чаплă вырăнĕ.