Викто́ри (Виктори-Ньянза, Укереве, акăл. Lake Victoria, Victoria Nyanza, суахили Ziwa Victoria, Viktoria Nyanza, Ziwa Nyanza) — Хĕвелтухăç Африкăри кӳлĕ, Танзани, Кени тата Уганда территоринче вырнаçнă. Хĕвелтухăç-Африка платформин тектоника хуçалăвĕнче, 1134 м çӳллĕшĕнче, вырнаçнă. Ку тĕнчери тăварсăр кӳлĕсем хушшинче калăпăшĕпе 2-мĕш, Тури кӳлĕ хыççăн тата Африкăра чи пысăкки.
Кӳлĕне пĕрремĕш британ çулçӳревçи Джон Хеннинг Спик 1858 çулта курнă та Виктори хĕрарăм патшана чысласа ят панă.